Главная страница 1
скачать файл

Чǎваш Республикин Елчĕк районĕн

Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тулли мар тĕп шкул



Андриян Николаев – чǎваш кǎйкǎрĕ

Ĕçе çыраканĕ – Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен

Авксентьева Наталия Геннадьевна

Ертсе пыраканĕ – чǎваш чĕлхипе литературине

вĕрентекен Фёдорова Елена Сергеевна

- 2009-
Тĕпчев тĕллевĕсем:




  1. А.Г.Николаева мĕншĕн «чǎваш кǎйкǎрĕ» тенине тĕпчесси;

  2. А.Г.Николаевǎн пурнǎçĕпе тата ĕç-хĕлне тишкересси;

  3. «Чǎваш кǎйкǎрĕ» чǎваш ятне çÿле çĕкленине, чǎн-чǎн паттǎр пулнине пĕлтересси;

  4. Лётчик космонавт пек çирĕп сывлǎхлǎ пулма, Тǎван çĕр- шыва юратма, уншǎн усǎллǎ çын пулма вĕренесси.



Меслечĕсем:
А.Г.Николаев çинчен калакан материалсемпе паллашасси, тишкерÿ, ытти космонавтсем тунǎ ĕçсемпе танлаштарса пǎхасси, пĕтĕмлетÿ тǎвасси.

Тупмалли:


1. Тĕпчев тĕллевĕсем, меслечĕсем 2 с.

2. Умсǎмах 4 с.

3. Тĕп пайĕ 5 – 7 с.

4. Пĕтĕмлетÿ 8 – 9 с.

5. Усǎ курнǎ литература 10 с.

Умсǎмах
Пирĕн Тǎван çĕр-шыв питĕ пысǎк та илемлĕ. Пирĕн çĕр-шывра улǎх-çаран, вǎрман, сǎрт, юхан шыв, хула питĕ нумай. Чǎваш çыннисем çĕр-шывǎн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тǎрǎшса ĕçлеççĕ. Чǎваш çынни тĕнче уçлǎхне те çул хыврĕ.Вǎл пирĕн тĕнчипе паллǎ, чаплǎ, мухтавлǎ ентешĕмĕр - Андриян Григорьевич Николаев.

А.Г.Николаев космонавт лётчик, икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттǎрĕ, тĕнчери космонавтика Академийĕн Академикĕ, техника наукисен кандидачĕ. Ахальтен мар эпир ǎна «чǎваш кǎйкǎрĕ» тетпĕр.

Çакна та палǎртмалла: вǎл авиаци генерал-майорĕ, СССР лётчик космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ пулнисĕр пуçне Болгари халǎх республикин Геройĕ, Монгол халǎх республикин Геройĕ, Вьетнамǎн Социализмлǎ Ĕç Геройĕ пулнǎ. Ăна Ленин орденĕпе Хĕрлĕ Çǎлтǎр орденĕ панǎ, Циолковский ячĕпе шǎратнǎ Ылтǎн медаль, ытти нумай-нумай медальсем, Геогий Димитровпа Кирилпа Мефодийĕн орденĕсем (Болгари), пĕрремĕш степеньлĕ ĕнчĕ куçлǎ Ялав орденĕ (ВНР), Сухэ-Батор орденĕ (МНР), иккĕмĕш класри Çǎлтǎр орденĕ (Индонези), Нил Шерепи орденĕ (Египет), Гагарин ячĕпе, Де Ла Во ячĕпе тǎракан тĕнчипе паллǎ медальсем, Даниэльпе Флоренс Гуггенгейм премийĕ панǎ.

Пĕтĕм тĕнче савса юратать пирĕн лётчик космонавтǎмǎра.

Ахальтен мар ǎна космос карапĕсем тǎвакан академик С.П.Королёв хǎйĕн тǎван ывǎлĕ вырǎнне хунǎ, Ю.А.Гагарин чи шанчǎклǎ та пултаруллǎ комонавт тесе хак панǎ.

Андриян Григорьевич 1960-мĕш çултан пуçласа космонав -

тикǎна хǎйĕн ĕмĕртен ĕмĕтленнĕ ĕçĕ вырǎнне хунǎ. Нимĕнле йывǎрлǎхпа хǎрушлǎх та чарса тǎрайман ǎна.Пирĕн «Кǎйкǎ -

рǎн», пысǎк çыннǎн, учёнǎйǎн пурнǎç çулĕ пархатарлǎ пулнǎ.




Тĕп пайĕ
Андриян Григорьевич Николаев космонавт лётчик 1929-мĕш çулхи авǎн уйǎхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвǎрри районне кĕрекен Шуршǎл ялĕнче çуралнǎ. Çамрǎклах ашшĕсĕр тǎрса юлнǎ, çурма тǎлǎх ÿснĕ, пурнǎç ǎна ачашласа ÿстермен, çǎкǎр чĕлли хакне вǎл мĕн ачаран ǎнланнǎ.Çын пулас тесен ĕçле те тǎрǎш, сывлǎхна çирĕплет, ĕмĕтленнĕ телей ĕçленинчен те вĕреннинчен килет, çавна лайǎх тавçǎрса ÿснĕ пирĕн Андриян. Йывǎр килнĕ ача-пǎчана та: çиме çитми пулнǎ, канса канǎç курман, выçлǎхне-мĕнне пĕтĕмпе чǎтса ирттерме тивнĕ. Вǎл ÿснĕ çулсенче хресченсем колхозсене пĕрлешнĕ, ун хыççǎн Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçи пуçланнǎ. Пурнǎç çулĕ Андрияншǎн çǎмǎл хывǎнман, анчах вǎл мĕскĕнленсе те парǎнса тǎман, чунне парса тǎрǎшнǎ, çавǎнпа çĕнтернĕ.

Вǎл мĕн ачаран çут çанталǎка юратнǎ, çынна çын вырǎнне хурса хисепленĕ, пĕр тытнǎ ĕçе юратса та тĕплĕн, таса кǎмǎлтан туса пынǎ. Çак лайǎх ачана, тÿрĕ ĕçчене, чунĕ-кǎмǎлĕпе çирĕп гражданин пулса ÿсме килти пĕтĕм йĕрке пулǎшнǎ: ашшĕ, Григорий Николаевич, пуринчен ытла амǎшĕ – Анна Алексеевна, тǎрǎшнǎ. Анна Алексеевна виçĕ ывǎлне тата хĕр ачине ура çине тǎратнǎ. Амǎшĕ ачисене Тǎван çĕр-шыва юратма вĕрентнĕ.

Андриян Гигорьевич 1947-мĕш çулта вǎрманçǎ техник дипломне илнĕ хыççǎн Карелие тухса каять, унта вǎрман ĕçĕнче вǎй хурать. 1950-мĕш çулта А.Г.Николаева Совет Çарне илеççĕ, çакǎнтан вара вǎл совет авиацинче 10 çул службǎра тǎрса пиçĕхсе çитет. 1960-мĕш çулта совет космонавчĕсен пĕрремĕш ушкǎнне туса хураççĕ. Унта çак истребитель лётчиксем пулнǎ: Ю.А.Гагарин, Г.С.Титов, А.Г.Николаев, П.Р.Попович, В.Ф.Быковский, В.М.Комаров, П.И.Беляев, А.А.Леонов, Б.В.Волынов, Е.В.Хрунов, Г.С.Шонин, В.В.Горбатко. Космонавтсем вĕçме вĕренни çинчен малтанах шавласа кайман.

Пуçланасса вара – çапла пуçланнǎ. Çар лётчик истребительсен ушкǎнне ятарласа тунǎ медицинǎпа мандат комиссийĕсем питĕ хытǎ тĕрĕслесе суйласа илнĕ те Мускава янǎ. Часах занятисем пуçланнǎ. Космонавтсене çав тери кирлĕ теориллĕ предметсене, астрономие, астронавигацие, космос медицинине вĕрентме тытǎннǎ. Вĕсене космос карапĕпе паллаштарнǎ, ун системисемпе оборудованине сǎнаса пǎхас ĕçсене хутшǎнтарнǎ, пĕрремĕш космос скафандрĕсене тǎхǎнтартнǎ. Ятарласа хатĕрленĕ самолёт лабараторисенче вĕçнĕ, парашютпа сикнĕ, ÿт-пĕвне тĕреклетес тĕлĕшпе нумай тǎрǎшнǎ.

Лайǎх хатĕрленсе çитнĕ организм кǎна çакна тÿсме пултарать тесе ун чухне медиксем тĕрĕс шутланǎ. Лётчиксем вара хатĕрленнĕçем хатĕрленнĕ… Юлашкинчен космос техникин ǎстисене экзамен памалли кун çитет. Пулас космонавтсем космос системисене мĕнле пĕлнине, çав карапа тытса пыма пултарнине кǎтартса параççĕ.

Юрий Гагарин тĕнче уçлǎхĕнче пулса «çын унта йĕркел -

лех пурǎнма тата ĕçлеме пултарнине» çирĕплетсе панǎ.

Пĕрремĕш вĕçев итогĕсене тĕплĕн тĕпченĕ хыççǎн çур çул та иртмен – «Восток – 2» карапа вĕçеве хатĕрленĕ. Ку карап командирĕ Герман Титов, ун дублёрĕ Андриян Николаев пулнǎ. Палǎртнǎ çынсем вĕçеве хатĕрленнĕ. Ятарласа хатĕрленнĕ çын йывǎрǎш пуснипе çухалнине тÿссе ирттерме те, космосра пурǎнма та, ĕçлеме те пултарать. Каярахпа, «Восток – 3» караппа вĕçме хатĕрленнĕ тапхǎрта, Андриян Григорьевич уйрǎмах тимлĕ пулнǎ: ирхи зарядкǎра, физкультура занятийĕсенче, çавǎн пекех ятарласа тунǎ тренажёрсем çинче куллен хатĕрленнĕ.

1962-мĕш çулхи манǎçми август. Çурла уйǎхĕн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлǎхне «Восток -3» космос карапĕ тухни çинчен радио пĕтĕм тĕнчене хыпарлать. Вǎл карапа СССР гражданинĕ А.Г.Николаев майор тытса пырать. Августǎн 12-мĕшĕнче космоса «Восток-4» çĕкленет. Унǎн командирĕ – Совет гражданинĕ Павел Романович Попович подполковник. Çапла икĕ совет карапĕ ушкǎнланса пĕрле вĕçме тытǎнать. А.Г.Николаевпа П.Р.Попович космосра та тухǎçлǎ ĕçлеме май

пуррине кǎтартса панǎ, тĕпчемелли ĕçсене пĕтĕмпе туса çитернĕ.

Андриян Григорьевич Николаев 95 сехет вĕçсе Çĕр тавра 64 хут çаврǎнать, вǎл чи малтанхи хут карапǎн кабининче хǎй ларнǎ креслоран салтǎнса нимĕнрен тытǎнмасǎр хǎй ирĕккĕн вĕçсе кǎтартать.

КПСС Тĕпкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнǎ Н.С.Хрущёв А.Г.Николаев пирки çапла каланǎ: «Вǎл чǎн та çирĕп вǎй - халлǎ, хǎюллǎ, питĕ тимлĕ çын. Çавǎн пек çынсем çеç космос геройĕсем пулаççĕ». Каярахпа тата çапла калать: «Эсир пирĕн Тǎван çĕр-шыва мухтава кǎлартǎр. Халĕ Совет Союзĕнче чǎвашсем пуррине, чǎваш халǎхĕ тĕнче уçлǎхне парǎнтарас ĕçре хǎй енчен чаплǎ çитĕнÿ тунине пĕтĕм тĕнче пĕлет».

А.Г.Николаев, унǎн мǎшǎрĕ пулнǎ Валентина Терешкова – пĕрремĕш хĕрарǎм космонавт тата унпа пĕрле ĕçленисем тĕпчесе пĕлни планетǎсем хушшинче вĕçмелли ĕçре питĕ пысǎк пулǎшу панǎ, тĕнче уçлǎхне çÿрес енĕпе нумай-нумай пĕлмеллине кǎтартнǎ.

1970-мĕш çулта Андриян Григорьевич «Союз-9» караппа иккĕмĕш хут тĕнче уçлǎхне çĕкленет. Чапа тухас тенипе мар, Тǎван çĕр-шыв чапĕшĕн, наука ÿсĕмĕшĕн вĕçсе кайнǎ Андри-

ян тĕнче уçлǎхне В.И.Севастьянов борт-инженерпа.

Çĕртме уйǎхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшчен вĕçнĕ вĕсем. Çын организмĕ мĕн-мĕн чǎтма пултарасса тĕпченипе пĕрлех çĕр çинчи геологипе географи енчен кирлĕ вырǎнсе –

не, халǎх хуçалǎхĕшĕн усǎ кÿрекен çĕрпе шыв тǎрǎхĕсене, Çĕре пĕркесе тǎракан атмосферǎна, унти пулǎмсене, Çĕр питне карса илнĕ юрпа пǎрлǎха ÿкерсе илнĕ, сǎнанǎ, тĕпченĕ.

Космонавтсем туса ирттернĕ ĕçсене хак парса хак хума çук.



Пĕтĕмлетÿ
«Хамǎр умри аслǎ тĕллеве пурнǎçа кĕртетĕпех. Пĕтĕм Çĕр чǎмǎрĕ çинче ирĕклĕх ялавĕ вĕлкĕшме пуçлĕ. Пур енĕпе те капǎрланса çитĕ çĕр-шывǎмǎр»,- тенĕ А.Г.Николаев.

А.Г.Николаевǎн пурнǎçĕпе паттǎр ĕçĕсем çинчен хаçат-журналсемпе кĕнекесенче нумай-нумай çырса кǎларнǎ. Хǎйĕн çинчен вара космонавт лётчик «Вĕçĕ-хĕррисĕр уçлǎх –

ра» тата «Тĕнче уçлǎхĕнче» кĕнекесенче каласа парать. Чǎваш çыравçисенчен чǎн малтан чǎваш халǎх поэчĕ П.Хусанкай хǎй сǎввине космонавт вĕçнĕ кунсенчех çырнǎ:

Тĕнчипе янрать халь Шуршǎл-

Эс çуралнǎ лǎпкǎ ял.

Сан йĕрне шырать вǎл:

«Пур-ши?»

Тÿпене пǎхать чǎл-чал.

Тÿпене пǎхать аннÿ те:

«Пур-ши ывǎл? Ах, инçе!»

Чун пĕр савǎнĕ, пĕр кÿтĕ,

Лǎпланаймĕ аниччен.

Ытти поэтсем те кǎмǎллǎ, янǎравлǎ сǎвǎсем шǎрантарнǎ. Композиторсем çĕнĕ юрǎсем хывнǎ. Художниксем чаплǎ ÿкерчĕксем тунǎ. Ϋкерчĕксем хушшинче вара чǎваш халǎх художникĕн Н.В.Овчинниковǎн «Салам, Çĕр!» картини хисеплĕ вырǎнта.

А.Г.Николаев тĕнче уçлǎхне вĕçсе кайнǎ кун нумай-нумай çын ун амǎшне – Анна Алексеевнǎна чун-чĕререн саламланǎ. Паттǎр ывǎл çуратса ÿстернĕ вǎл. Шупашкара телеграммǎ –

сем киле пуçланǎ вǎл кун. Шуршǎл ялĕ вĕреме кĕнĕ тейĕн. Шуршǎл çеç мар, пĕтĕм республика вĕресе кĕрлесе тǎнǎ.

Андриян Григоьевич Николаев космосра вĕçсе калама çук паттǎр ĕç тунǎ, çавǎнпа та унǎн ятне пĕрремĕш номерпе Чǎваш АССР ĕçпе паттǎрлǎх мухтавĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Тǎван çĕр-шыв чапне, чǎваш халǎх ятне ĕмĕрсем валли çĕклесе Андриян Григорьевич Николаев хǎйĕн ятне вилĕмсĕрлетрĕ. Н.В.Овчинниковǎн «Салам, Çĕр!» картинине


пǎхсан та А.М.Горький сǎмахĕсем аса килеççĕ: «Харсǎррисен паттǎрлǎхĕ çинчен юрǎ юрлатпǎр эпир». Чǎн та, паттǎрсен ячĕсем вилĕмсĕр. А.Г.Николаев та пирĕн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.

Андриян Григорьевич Николаевǎн ячĕ пĕтĕм тĕнче историне, Тǎван çĕр-шыв историне кĕрсе ĕмĕрсене хывǎнчĕ, унǎн чыслǎ ячĕ наукǎпа техникǎн чи пултаруллǎ ĕçченĕсемпе пĕр ретре. Тĕнче уçлǎхне тĕпчесе пĕлес енĕпе вǎл тĕнче наукине хǎй пултарнǎ таран пуянлатрĕ, хамǎрǎн çĕр-шыва, чǎваш халǎхне чапа кǎларчĕ. А.Г.Николаев хǎйĕн пĕтĕм пурнǎçĕ – ĕçĕпе, шухǎшĕ – ĕмĕчĕпе пĕр хамǎр халǎхшǎн кǎна мар, тĕнчери пур халǎхсемшĕн те пысǎк хисепре. Вǎл – чǎн-чǎн паттǎр. Паттǎрсен ячĕсем вилĕмсĕр! Пирĕн те А.Г.Николаев пек çĕр-шывшǎн, Тǎван çĕр-шывшǎн, усǎллǎ ĕçсем тума тǎрǎшса ÿсмелле, тǎван халǎхшǎн кирлĕ çынсем пулмалла.

Усǎ курнǎ литература:
1. А.Г.Николаев «Вĕçĕ – хĕррисĕр уçлǎхра», Чǎв. кĕн. изд-ви, 1975.

2. Андриян Николаев. Первопроходцы космоса. – Чув. кн. изд-во:1989



3. «Чǎваш ятне çÿле çĕклерĕ» статья – «Хыпар» хаçат, 1997, çурла,

9.
скачать файл



Смотрите также:
Андриян Николаев – чǎваш кǎйкǎрĕ
79.85kb.
Чăваш Республикинчи
36.68kb.
Чăваш Республики
160.96kb.
Перечень документов о летчике-космонавте А. Г. Николаеве
307.55kb.
Паоло Каппеллони То вижу его, то не вижу Комедия в двух действиях Paolo Cappelloni Валерий Николаев
476.09kb.
От слов своих осудишься: сквернословие
533.21kb.
В. Г. Значение наследия ансельма стросса и «укорененная теория» сегодня: сводный реферат
184.87kb.